Андреев Владимир Васильевич (1966 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗ — 2024 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Шупашкар) — СССР тата Раҫҫей ҫӑмӑл атлетӗ, хӑвӑрт утассипе специалист. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2000). Сиднейри (2000) XXVII ҫуллахи Олимп вӑййисенче 20 километра хӑвӑрт утса бронза призёрӗ пулнӑ.
Владимир Васильевич Андреев 1966 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физкультура факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Шупашкарти А. Игнатьев ячӗллӗ аслӑ ӑсталӑх спорт шкулӗн вӗренекенӗ.
1992 ҫулта Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. 1993 ҫулта Штутгартра иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче пӗрремӗш хут ӑмӑртура пулнӑ, унта 20 км утса 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Андреев карьеринче чи ӑнӑҫлӑ тапхӑр 1999–2002 ҫулсем пулнӑ. 1999 ҫулта Тӗнче кубокӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2000 ҫулта Сиднейри Олимп вӑййисенче 20 км утса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
2002 ҫулта ҫав дистанцире икӗ хут кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ — Мюнхенри Европа чемпионатӗнче тата Туринри Тӗнче кубокӗнче. Парижра иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче 10 км утса улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2004 ҫулта Афинӑра иртнӗ Олимп вӑййисенче 20 км утса ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
2024 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Шупашкарта 58 ҫулта чухне вилнӗ.
Владимир Андреев вӗреннӗ Елчӗк ялӗнчи шкул ҫуртӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Елчӗк районӗнче Владимир Андреев ячӗпе хӑвӑрт утассипе республика шайӗнчи ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.
Авланнӑ пулнӑ. Арӑмӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн компьютер класӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ. Евгений ятлӑ ывӑлпа Юлия ятлӑ хӗр ҫитӗнтернӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 